Асӑрханӑр, черченкӗ! Куҫса Ҫӳрекен Курав тата Медиаци Серийӗ

Нарӑс – Авӑн, 2026 Ҫул

Асӑрханӑр, черченкӗ! – куҫса ҫӳрекен курав тата медиаци серийӗ, вӑл ҫемье архивне харпӑр хӑй тата хӳтлӗхсӗр асаилӳ уҫлӑхӗ пек тӗпчеме хатӗрленӗ. Талаш енчен нимĕнпе палăрман ҫулçÿрев чӑматанӗ (2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа) Лилит Матевосянӑн, Гульшат Губайдуллинӑн, В-Л-В-Ш-М-Дӑн, Владимир Селезневӑн, Катя Селезневӑн тата Денис Волтулинӑн ҫемье архивӗсенчен илнӗ ултӑ япала выртать.

Хуласемпе ҫӗршывсем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне туссем, вырӑнти галерейӑсемпе та пӗрлӗхсем ҫулҫӳрев чăматанне хӑнана йышӑнаҫҫӗ. Кашни ҫӗнӗ вырӑнта чемодан ҫӗнӗ хутшӑнакансене йыхравлать – ӳнер ӗҫӗсем, хуравсем, медиацие хутшӑнакансен харпӑр япаласем.

Ҫулҫӳрев вӗҫӗнче çак материалсене Германири финал куравӗнче, Майн Ҫинчи Франкфуртра, кӑтартӗҫ.

Хӑйӗн пӗчӗк палӑрӑмлӑ пулнипе тата идеологи тӗлӗшӗнчен тулашӗнче пуррипе архив ӳкерчӗкӗсем, ытти сӑнӳкерчӗксенчен ытларах, харпӑр хутшӑну пулма май панӑ. Вӗсем асӑмри сценари требованийӗсене пӑхӑнма е пӑхӑнмасӑр тӑма ирӗклӗ. Вӗсем опыта ытти ҫынсенчен пытарса усраҫҫӗ. Чылай чухне ҫак сӑнарсен хакӗ ҫемьепе ҫеҫ чикӗленет, анчах шӑпах вӗсен «куҫа курӑнманлӑхӗ» паянхи художниксемшӗн ӑнлантару, историллӗ фантази тата ҫухалнӑ та пусарнӑ калавсемпе ӗҫлеме май парать.

Проекта пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан икӗ шухӑш тавра тӑваҫҫӗ. Чăматанри яланах пуянланса пыракан архив коллекцийӗн ҫулҫӳревӗ тата куҫӑм процесне хӑй сӑнани — ҫын ҫыхӑнӑвӗсене инфратытӑмлӑ тӗпчев.

Архива кам илме пултарать? Астӑвӑма упраса хӑвармалли тата ҫитермелли мӗнле формӑсем пуриншӗн те уҫӑ е май ҫук? Астӑвӑмӑн ҫак практикинче тата ӑна ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларассинче художник мӗнле вырӑн йышӑнма пултарать?

 

Команда: Лилит Матевосян, Гульшат Губайдуллина, В-Л-В-Ш-М-Д, Владимир Селезнев, Катя Селезнева, Ирина Денкманн, Денис (Гафиятуллин) Волков

Куратор: Ирина Денкманн

Дизайн: Денис (Гафиятуллин) Волков